Паян 19 сехет те 14 минутра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти хӗр 13-мӗш хутран ӳкнӗ.
Вырӑна оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тишкернине пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче 49 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе хӗрарӑмпа пӗрле пурӑннӑ 46 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна кӗлеткинчен тапса-ҫапса пӗтернӗ. Лешӗ кӑштахран сывлама пӑрахнӑ.
Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл 31 ҫулти арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен, мӑйӗнчен нумай хутчен ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Следстви малалла пырать.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн машинипе пӗрле ҫухалнӑ.
Тепӗр кунхине «тимӗр урхамаха» гараж кооперативӗнчен инҫех мар тупнӑ. Салонра юн йӗрӗсем пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсемпе криминалистсем оперативлӑ ӗҫленӗрен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хӗрарӑма та тупнӑ. Анчах виллине ҫеҫ. Вӑл шӑтӑкра выртнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонне тишкерсе, видеокамерӑсене пӑхса ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ: вӑл – унӑн 39 ҫулти пӗлӗшӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пушӑн 20-мӗшӗнче каҫхине вӑл ӳсӗр пулнӑ, хӗрарӑмпа машинӑра ларнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ, арҫын хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе вӑл шӑтӑк шыраса тупнӑ, унта вилене пенӗ те ҫиелтен хӑмасемпе хупланӑ. Кайран хӗрарӑмӑн япалисене тӗп тунӑ, машинине ҫын ҫӳремен вырӑна кайса лартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче амӑшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Ывӑлӗ амӑшне пушмак шнурокӗпе пӑвса вӗлернӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӑл ирӗкре пулмӗ.
Вӑрнар районӗни хӗрарӑм пӗчӗк ачине хур кӑтарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен 6 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ача халӗ кукамӑшӗпе (е асламӑшӗпе) пульницӑра выртать.
Хӗрарӑмӑн тепӗр икӗ ача пур: 14-ра тата 6 ҫулта. Хальхи вӑхӑтра вӗсене ҫемьерен илсе кайса вӑхӑтлӑха пульницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: 2018-2020 ҫулсенче ҫемье ӑнӑҫсӑррисен шутӗнче пулнӑ. Кайран вӗсем унтан тухнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр компани директорӗ виҫӗ ӗҫченне шалу тӳлемен. Ӑна куншӑн явап тыттарма палӑртнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, компанин укҫи пулнӑ. Анчах директор виҫӗ ӗҫченне икӗ уйӑхран ытларах шалу тӳлемен. Пӗтӗмпе - 440 пин тенкӗ.
Ҫак компани ертӳҫине штраф тӳлеттерме е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Следстви шухӑшӗпе, ӑна вӗлернӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турханта пурӑнакан 53 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, савнӑ хӗрарӑмӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер унпа вӑрҫӑнса кайсан мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӗрарӑм вилнӗ. Арҫын унӑн виллине тӗп сакайне пенӗ те урая паласпа хупланӑ.
Тӑванӗсем хӗрарӑма шырама пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫын патне ҫитсен вилене тӗп сакайӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫ ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла кайнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Пулӑҫ япалисен тупнӑ. Анчах, шел те, хӑйне хальлӗхе тупайман. Паян 11 сехет те 40 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, унӑн калпакне, пирусне, пӑрине асӑрханӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енре следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Мари Элте инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗн регионти управленийӗ пӗлтерет.
Инкек Козмодемьянск хулинче нумай хутлӑ ҫурт тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Чӑваш Енри 49 ҫулти арҫын ӗҫе пӗрремӗш кун тухнӑ. Вӑл кранпа ӗҫленӗ. Тӑрук кран персе аннӑ.
Шел те, крановщик вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |